В селе Акулево состоялся праздник, посвящённый 125-летию Михаила Сеспеля.
Паян Шупашкар округĕн Шемшер ялĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çулхи çавра çулне халалласа «Çеçпĕл уявĕ» иртрĕ. Ăна ял тăрăхĕн яваплă çыннисемпе пĕрле Чăваш наци конгресĕн округри уйрăмĕ (ертÿçи — #НадеждаВасильева) «Çеçпĕл» илемлĕ фильма Шемшер тăрăхĕнче ÿкернине палăртса хатĕрленĕ.
Уява Шупашкар муниципалитет округĕн пуçлахĕ #ВладимирМихайлов; культура, туризм тата социалла аталану пайĕн ертÿçи #МаргаритаПавлова, Шемшер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ #СергейКонстантинов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ #ВалерийКлементьев, ЧНКн культура комитечĕн ертÿçин çумĕ #НинаАндреева, чăваш халăх поэчĕ Светлана Смирнова-Азамат; ача чухне илемлĕ фильмра ÿкерĕннĕ çынсем Герман Степанов, Гурий Иванов, Виталий Павлов, Нина Степанова (ача чухне Димитриева пулнăскер), округри тĕрлĕ шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Алина Николаева тата Альбина Ишова, ял тытăмĕнче тата культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, Çеçпĕл сăввисене пăхмасăр илемлĕ вулакансем тата ыттисем хастар хутшăнчĕç.
Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕ «Çеçпĕл» фильм — çур ĕмĕрте» куçса çÿрекен курав кăтартрĕ. Уява пухăннă çынсем курав тăрăх экскурси итлерĕç.
Уявра ял историйĕпе Калиса Михайловна Павлова питĕ тĕплĕн паллаштарчĕ. «Çеçпĕл» фильмра ÿкерĕннĕ çынсем ялта тата уйра ÿкернĕ самантсене аса илчĕç.
(Уяв сăн ÿкерчĕкĕсене, видео пайӗсене уйрăм лартатăп).
Первоисточник: https://vk.com/muzeumsespel?w=wall-38488291_4181